April 6

«Чӑн» чӑвашсем

Ӗнер дзенра ҫакӑн пек статья тухнӑ

Тӗне кӗмен чӑвашсен тĕлĕнтермĕш ячӗсем.

Питтапальта (выр. Староганькино) 742 ҫын пурӑнать, 90% чӑвашсем.

Питтапаль шкулӗн ВК страници

240 ҫырӑнакансем - вӗсен ячӗсемпе хушамачӗсене пӑхатпӑр

2 аккаунт - ытти шкулсен страницисем

238 - ҫынсем

Хушаматсем:

3 - тутар хушамачӗсем

72 - чӑваш хушамачӗсем

183 - вырӑс хушамачӗсем

Ятсем:

2 - тутар ячӗсем

236 - вырӑм ячӗсем

чӑваш ячӗсем - 0, ҫуккӑ

Юрать, тепӗр ушкӑн пӑхатпӑр

Унта та чӑваш ячӗсем ҫук. Ҫавӑнпа манӑн икӗ ыйту.

1. Ҫак ялта тӗне кӗмен чӑвашсем чăннипех пур-и?
2. Пур пулсан, мӗскершӗн вӗсем чӑваш ячӗсемпе ҫӳремеҫҫӗ?