Чӑваш малашлӑх
Мӗн вӑл малашлӑх? Малашлӑх вӑл ачасем теҫҫӗ. Чӑваш халӑхӑн малашлӑхӗ пур-и? Ку йытӑва хуравлас тесен чӑваш ачисем ҫинӗ пӑхатпӑр.
Халӑх йышӗ ан ӳктӗр тесен, хӗрарӑмсен икӗ ача ҫуратмалла.
2010-мӗш ҫулччен чӑвашсен ҫураласлӑх 2,1-мӗшӗнчен ҫӳлерех пулнӑ. Ку факт пирӗн халӑха 1989 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен 400 пин чакма чӑрмантарман.
Ача ҫуратни ҫеҫ ҫителӗксӗр, ачасене хамӑрӑн культурӑна памалла. Мӗнле майпа культурӑна памалла? Ачасене чӑваш ячӗсем парса та пулин
ВК-ра чӑваш чӗлхине суйланӑ 200 ӑнсӑрт усӑ куракансем ҫине пӑхсан эсир пӗр чӑваш ятне те тупаймастӑр. Якут чӗлхине суйлакансене илсен - ун пеккисем 10% яхӑн тупатӑр. Осетин чӗлхе - 50% яхӑн.
Осетинсем, чӑвашсеннинчен сахалрах ҫураласлӑх пулин те, хӑйсен йышне лайӑхрах упраса хӑварма пултарнинчен тӗлӗнмелли те ҫук.
Тӗрле регионӗсенче 4 ҫулччен чӑваш ачасен тӳпине куратпӑр.
Иккӗмӗш юпа вӑл 20-24 ҫулсенчи ҫамрӑксем хушшинче 2042 ҫулта чӑвашсен яхӑн пайӗ.
100 пин ытла йышӗпе халӑхсен ҫине пӑхатпӑр.
Хальхи тенденцисем упранса юлсан чӑвашсен шучӗ кумыксенчен кая пулма пултарать.
Эсир пирӗн халӑха упраса хӑварас тесе мӗн тунӑ е мӗн тӑватӑр е мӗн тӑвасшӑн, комментарисенче ҫырма пултаратӑр.