April 20, 2013
О чувашском этническом брит-попе
ШЫВ ЮРРИ, Андрей Петтоки, 1925
Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр…
Ешĕл симĕс улăхра;
Эпĕр курăкпа вылятпăр,
Таш ташлатпăр çырмара.
Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр…
Çырма тăрăх малалла;
Кунĕн-çĕрĕн юхатпăр
Хамăр ирĕксĕр таçталла…
Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр…
Сыв пул, тăван вырăнсем,
Кайран сире курмастпăр –
Курĕç сире ыттисем.
Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр…
Тен, тинĕсе çитĕпĕр,
Кăвак питне курăпăр,
Ун ăшĕнче çĕтĕпĕр.
http://www.zvuki.ru/R/P/30221/
http://www.myspace.com/tarajkun
http://www.irekle.org/news/i897.html
http://aleksanderaidarov.wordpress.com
Источник http://suvars.livejournal.com/12883.html